Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Урташ Валентин Андреевич

Хитре чăваш ятсем:
Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.

Валентин Урташ (чӑн ячӗ: Валентин Андреевич Яковлев) — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. 1924 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче Тутарстанӑн Пӑва районне кӗрекен Раккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1973 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.

СССР ҪП пайташӗ (1971).

Ҫапӑҫусенче хӑйне хастар кӑтартнӑшӑн ӑна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденӗпе, медальсемпе чысланӑ.

Кун-ҫулӗ

1941 ҫулта Элшел вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1943-мӗшӗнче вӑрҫа тухса кайнӑ. Фронтран аманса таврӑннӑ хыҫҫӑн Хусанти «Хӗрлӗ ялав» чӑваш хаҫатӗнче ӗҫленӗ. 1944 ҫултанпа Шупашкарта пурӑннӑ, Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн ҫумӗнчи Радиоинформаци комитетӗнче ӗҫленӗ.

Тӑван ялӗнче унӑн палӑкӗ вырнаҫнӑ.

Пултарулӑхӗ

Сӑвӑ ҫырма вӑрҫӑ хыҫҫӑн тытӑннӑ. Халӑхра вӑл сӑвӑҫ-юрӑҫ пек палӑрнӑ. Ун сӑввисемпе ҫӗр ытла юрӑ кӗвеленӗ. Кунпа пӗрлех унӑн прозӑри, сатирӑри ӗҫӗ-хӗлӗ те курӑмлӑ.

Унӑн пурӗ 10 кӗнекене яхӑн пичетленсе тухнӑ: «Ҫурхи кунсем» (1951); «Чун савнӑран» (1958); «Аслӑ йыш» (1966); «Ӑраскал» (1974) тата ыттисем.

Унӑн сӑввисене чылай композитор ҫӗр ытла юрӑ кӗвӗленӗ. Вӗсен хушшинче: «Ҫеҫкереччӗ палан» (А.Асламас), «Калаймарӑм», «Укӑлча умӗнче», «Шупашкарӑм, савнӑ Шупашкарӑм» (Г.Хирбю), «Сарӑ хӗвел хӗртсе пӑхнӑ чух» (Ю.Кудаков), «Саншӑн мар–и», «Юратушӑн юррӑм ман» (Г.Маркиянова) тата урӑххисем.

В.Урдаш чӑвашла А.Мусатовпа В.Каверинӑн ӗҫӗсене куҫарнӑ.

Вуламалли

Чӑвашла

Вырӑсла

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Урташ Валентин Андреевич

Тулли верси :: Статья каҫми